Слестви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем республикӑри тата тепӗр доцент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ЧПУн юрфакӗнчи тивӗҫлӗ канури арҫын-доцент ята кӗнӗччӗ.
Хальхинче тепӗр доцент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ преподаватель хӑш аслӑ шкулта ӗҫленине кӑтартман, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшнине ҫеҫ каланӑ.
Хальхинче хӗрарӑм-доцент ҫакланнӑ. Вӑл сӗтев илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӗрарӑм-преподаватель кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче иккӗмӗш курс студенчӗсенчен пӗринчен 26 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Укҫана экзаменшӑн отметка илме преподавателӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи коммерци организацийӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, арҫын ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шалӑва вӑл хӑйӗн тӗп бухгалтерне тӳлесе татман. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, директорӑн шалу тӳлеме майӗ пулнӑ. Апла пулин те вӑл тӗп бухгалтера пӗлтӗрзи утӑ уйӑхӗнче пуҫласа раштав уйӑхӗччен 104 пин тӳлесе ҫитермен. Халӗ те вӑл парӑмпа татӑлса пӗтмен.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенчен пӗрин преподавателӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пуҫиле ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑччӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Фармакологи, клиника фармакологийӗ тата биохими» кафедрӑн доценчӗ пулса ӗҫлет.
Арҫын икӗ студенткӑран сӗтев илнӗ. Хӗрсем укҫана ҫын урлӑ тыттарнӑ. Преподавателе 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна аслӑ тата ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫлеме чарнӑ.
Сӗтев паракан студенткӑсем тата вӗсенчен укҫа илсе преподавателе сӗтев панӑ ҫын тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Вӗсене халӗ суда ярса панӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район адлминистрацийӗн бюджетне шар кӑтартнӑ тесе явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ (халӗ вӑл вӑл пукана йышӑнмасть ӗнтӗ) ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани ҫинчен калакан суя документсем хатӗрленӗ. Пурӗ ултӑ хутчен. Вӗсене вӑл хӑйӗн паллаканнисене тыттарнӑ. Ҫав документсене тӗпе хурса лешсем ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Ҫапла вара район хыснине 184 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Тӑкака саплаштарма кирлӗ пулӗ тесе асӑннӑ лаптӑксене халӗ арестленӗ.
Шупашкарти пӗр хӗрарӑм пакунлисене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫавӑншӑн халӗ ӑна судпа айӑпланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи кафесенчен пӗрин патӗнче ӳсӗр хӗрарӑма Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Пакунлисем ӑна ӗҫ машинине лартнӑ, общество йӗркине пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑншӑн тарӑхнипе хӗрарӑм полицейскисенчен пӗрне питӗнчен икӗ хутран кая мар ҫапнӑ.
44 ҫулти пуҫтах хӗрарӑма иртӗхме паман. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑшӑн ӑна административлӑ енпе, пакунлине хирӗҫ тӑнӑшӑн вара пуҫиле майпа айӑпласа хупса усрамалла мар ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Чӑваш Енре теракт хатӗрленӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Шалти ӗҫсен министерствин республикӑри ӗҫченӗсем преступлени тума хутшӑннисене шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприяти ҫывӑхӗнче хӑй тӗллӗн хатӗрленӗ сирпӗтмелли хатӗрсем хунӑ вырӑна тупнӑ. Саперсем ҫав хатӗрсене сиеӗсӗрлетнӗ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 205-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах вырӑнӗнче право тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫлеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта сутуҫӑра ӗҫленӗ хӗрарӑм лавккари укҫана тата унти пурлӑха вӑрланӑ. Пӗр кунтах мар. Пӗчӗкшерӗн. Темиҫе уйӑх хушшинче.
44 ҫулти хӗрарӑм лавккари пурлӑхшӑн яваплӑ пулнӑ. 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл лавккана 289 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, лавкка хуҫине — райпона. Ҫакӑн пек шутлаҫҫӗ тӗпчевҫӗсем.
Чӑваш Ен прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑй айӑпне йышӑннӑ. Тӑкакӑн пӗр пайне вӑл саплаштарнӑ.
Сутуҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. «Ку статьяпа айӑплакансене 6 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать», — пӗлтереҫҫӗ прокуратурӑн пресс-службинче.
Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан кӳршӗсен пӗр-пӗрин хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Сӑмахпа тавлашнипех ҫырлахман вӗсем. 69 ҫулти арҫын пускилӗ нӳхрепе ансан ӑна унта хупса хунӑ. Лешӗ кӑларма. алӑка уҫма ыйтсан та хӑнк та туман. Нӳхрепре ирӗксӗр ларма тивнин ҫумӗнче, юрать, телефон пулнӑ. Вӑл унпа хӗрӗ патне пулӑшу ыйтса шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ашшӗне ирӗке кӑларма васкаса ҫитнӗ.
Ҫынна ирӗксӗр хӑварнӑ арҫын тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кайран ҫав материала суда ярса панӑ. 69 ҫулти арҫынна суд штрафлама йышӑннӑ. Пурӗ 5 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ ӑна. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха.
Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Чӑваш Енри аслӑ шкулсенчен пӗрин преподавателӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Фармакологи, клиника фармакологийӗ тата биохими» кафедрӑн доценчӗ пулса ӗҫлет.
Арҫын сӗтев илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗтеве преподаватель 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн ҫуррисенче медфакультетра вӗренекен пӗр студенткӑран ҫын урлӑ илнӗ. 40 пин укҫалла вӑл хайхи хӗре «Фармакологи» дисциплинӑшӑн отметка лартса панӑ. 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вара парӑмсене каҫарма тепӗр студенткӑран 30 пин ыйтнӑ теҫҫӗ.
Чӑваш Енри полицейскисен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшра пурӑнакан ӳсӗр водителе тытса чарассишӗн пӑшалпа усӑ курма тивнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмах Канаш районӗнче пулса иртнӗ. Ӳсӗр водитель тӗлӗшпе пакунлисем протокол ҫырма пуҫланӑ. Ҫав самантра вырӑна ҫамрӑксемлӗ икӗ машина пырса ларнӑ. Вӗсенчен пӗринче водителӗн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫак ушкӑн протокол ҫырнине хирӗҫ пулнӑ. Ӳсӗр водитель вырӑнтан тарас тенӗ, анчах полицейски ҫула пӳлнӗ. Ҫав самантра водителӗн ывӑлӗпе тепӗр ҫамрӑк пакунли ҫине сиксе ӳкнӗ, тапса, ҫапса пӗтернӗ. Инспектора вӗсем ҫӗр ҫине ӳкернӗ. Водитель тата унӑн ывӑлӗ каллех тарма пӑхнӑ. Ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри ӗҫри пӑшалпа асӑрхаттармалла малтан сывлӑша пенӗ, унтан машина кустӑрмине персе шӑтарнӑ.
Ҫак пӑтӑрмаха пӗлсен Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хайӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Ӳсӗрле руль умне ларнине тата пакунлисемпе хирӗҫнине вӑл ырламан. Пуҫтахсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе епле тишкернине вӑл хӑй сӑнаса тӑма шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |